
Мӑн Сӗнтӗрти Сӑваплӑ Тройца чиркӗвӗ 1892 ҫултанпа ӗҫлеме пуҫланӑ. Революци хыҫҫӑн чиркӳсенчен клуб тӑвасси ку яла та ҫитнӗ — 1937 ҫулта правительство хушнипе ун ҫуртӗнче клуб йӗркеленнӗ. Ялти ҫын шучӗ ӳснӗрен 1957 ҫулта клуб ҫумне 200 ҫынна йышӑнма пултаракан присторй туса лартнӑ.
Ҫӗнӗ вӑхӑт ҫитнӗ хыҫҫӑн 1991 ҫулта чиркӳ ҫуртне пристройсӑр пуҫне чиркӗве панӑ. Ҫӗнӗтнӗ хыҫҫӑн кӗлӗсем вулама пуҫланӑ. Игнатий атте килнӗренпе вырсарни шкулӗ ӗҫлеме тытӑннӑ, унта вӗренме ялти ҫынсем ҫӳреме пуҫланӑ. Чиркӳ ҫурчӗ хӗсӗкрен вырсарни шкулне ҫӳрекенсен чиркӗвне пристроя та пама ҫырупа тухнӑ. Темиҫе хут ыйтнӑ хыҫҫӑн чӳкӗн 15-мӗшӗнче хушма ҫурта тинех чиркӗве пачӗҫ, акт пусса ҫирӗплетрӗҫ.

Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырланти культура ҫуртӗнче «Сӑр ен» фольклор ансамблӗ 25 ҫул тултарнине анлӑн паллӑ турӗҫ. Чӑвашра ҫӗр пин юрӑпа ҫӗр пин тӗрӗ пулнине 1986 ҫултанпа ҫирӗплетсе пыракан ансамбле саламлама хӑнасем йышлӑн килни те паха. Вӗсенчен Етӗрне район администраци тӗп специалист-эксперчӗ Нина Долгова, районти пенсионерсен пӗрлӗхӗн пуҫлӑхӗ, «Калинка» халӑх ансамбль ертӳҫи Валентин Семяхин, Чӑваш республикинчи Халӑх пултарулӑх ҫурчӗн пай пуҫлӑхӗ Светлана Лаврентьева, фольклор ӑсти Земфира Яковлева, «Содружество» фонд ертӳҫи Михаил Кузьмин, Пӗрҫырлан ял тӑрӑх пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Наталия Степанова тата ыттисем те чӑваш юррине аталантарса пыракан «Сӑр ене» ӑшшӑн саламларӗҫ, авалхи юрӑсене иккӗмӗш хут чӗрӗ сывлӑш вӗрсе кӗртсе пурнӑҫ парнеленӗшӗн тав турӗҫ. Уяв каҫӗнче юбилярсемпе пӗрле «Илем» ансамбль те савӑк юрӑсемпе кӑмӑла уҫрӗ. Фаина Михайлова, Елизавета Неопалимская, Алевтина Соколова юрӑҫсем те ҫепӗҫ сассисемпе курма килнисене тыткӑнларӗҫ.
Етӗрне районӗнче «Мухтав хӗрарӑма» уяв иртнӗ. Пухӑннисене республикӑри хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх канашӗн социаллӑ политика, сывлӑх сыхлавӗн, физкультурӑпа спорт комитечӗн председателӗ Ольга Зайцева, Президентӑн пепкелӗх центрӗн тӗп тухтӑрӗ Алла Самойлова, район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Леонид Ефремов, Чӑвашпотребсоюз Канашӗн председателӗ Валерий Павлов саламланӑ. Етӗрне районӗнчи Хӗрарӑмсен канашӗн пердседателӗ Ирина Облинова Тав ҫырӑвне тивӗҫ пулнӑ.
Районти кашни ял тӑрӑхӗнчен пӗрер хӗрарӑм сцена ҫине тухса хӑйӗнпе паллаштарчӗ, кашниех тӗрлӗ номинацире палӑрчӗ. Альбина Наумова Мӑн Сӗнтӗртен, Валентина Корчева Кӑкшӑмран, Людмила Русскова Мӑн Шемертентен, Ирина Григорьева Пӗрҫырлантан, Роза Михайлова Советскинчен, Нина Стексова Стрелецкинчен, Светлана Мельникова Мучартан.

Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти вулавӑшра ҫӗнӗ клуб уҫнӑ — шашкӑлла тата шахмӑтла выляма кӑмӑлакансен клубне. Ӑна ял тӑрӑхӗнчи ҫынсем хӗллехи куна интереслӗ ирттерме йӗркеленӗ.
Ҫулталӑк вӗҫнелле кӑтартуллӑ вӑйӑсем те ирттереҫҫӗ. Чӑн-чӑн ӑстасем ачасене хӑйсем вӑййипе кӑҫал та тӗлӗнтерчӗҫ: Верендеев В.А., Мазуркина С.А., Афанасьев В., Шуткин В хутшӑнчӗҫ. Вӗсемпе пӗрле вӑйӑсене ача-пӑча та хутшӑнчӗ, выляма вӗренсех ҫитейменнисем вара вӗсен вӑййине сӑнаса тӑчӗҫ. Ӑстасем ачасене кӑшлах вӑййа вӗрентсе те илчӗҫ.
Вулавӑш ӗҫченӗсем ҫак вӑйӑсем шкул ачисен хушшинче сарӑласса шанса тӑраҫҫӗ.
Ҫурлан 12-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнче Ҫамрӑксен кунне палӑртать. Ку уява ПНО Тӗп Ассамблейи 1999 ҫулта паллӑ тума йышӑннӑ. Ак Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗнче те паян ҫак куна халалласа ҫамрӑксем валли савӑнӑҫлӑ мероприяти иртӗ.
Чи малтан Мӑн Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ, Муркаш район администрацийӗнчен килнӗ ҫынсем сӑмах тухса калӗҫ, ҫамрӑксене саламлӗҫ. Хӑшӗ-пӗрине тав хучӗсем те лекӗҫ — ӑна мероприятинече пӗлме пулать.
Уявӑн иккӗмӗш пайӗнче «Янаш» ушкӑн халӑх юррисемпе ташшисене кӑтартӗ, ялти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Картина» ятлӑ вокалпа инструмент ансамблӗ хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарӗ. Кӳршӗлле Етӗрне районӗнчен те «Калинка» ансамбль ҫитмелле.
Савӑнӑҫлӑ кану дискотекӑпа вӗҫленӗ.
